Тăван чĕлхем! Епле эс çепĕç!
Чĕкеç вĕçевçĕ пек хитре.
Чун - чĕрене кỹрен киленĕç -
Ялан эс пулăн хисепре!
Санра – хĕвелĕмĕр хĕлхемĕ:
Асамлă шурăм пуç çути:
Ем-ешĕл чечексен илемĕ:
Васкавлă самана утти!
Хăватлă эс: тăван чĕлхемĕр!
Çăл куç пек çутă та таса:
Эс пурăнсамчĕ ĕмĕр-ĕмĕр:
Хăв халăхна вăй-хал парса!
Çапла мухтаса та хавхаланса янăрарĕ Чăваш кунне халлаласа ирттернĕ концертра чăвашсен сăвви-юрри.ăна чăваш чĕлхипе вĕрентекен Лаврентьева О.В. ертсе пычĕ. Ачасем мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ỹсчĕр тесе ырми-канми тăрăшать вăл. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле зала та питĕ хитре илемлетме пултарнă. Чăвашăн ĕлĕкхи тумĕ: савăт-сапи: чăваш тĕррипе илемлетнĕ сурпанĕ- ал шăллийĕсем ачасемшĕн тĕлĕнтермĕш юмах тĕнчи пек туйăнса тăчĕç çак уявра. Пĕчĕкскерсем хăйсем те чăвашла та : вырăсла та кĕске хушăра сăвă-юрă питĕ нумай вĕреннĕ. Ашшĕ-амăшĕсене хăйсен таланчĕсемпе тĕлĕнтерме пултарчĕç ачасем. Уйрăмах 9 мĕш класра вĕренекен ах 9 мĕш класра вĕренекен Настя Иванова юрлани пурне те килĕшрĕ. Вăл анне çинчен питĕ илемлĕ юрласа-ташласа кăтартрĕ. Пĕтĕмĕшле вара ĕçчен те вашават чăваш халăхне: унăн илемлĕх тĕнчине халалланă уяв питĕ савăнăçлĕ иртрĕ.