Неделя чувашского языка

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Кĕçĕн Кипек шкулĕнче кашни çулах чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ. Кăçал та ака уйăхĕн 19-26-мĕшĕсенче çак эрнене ирттерме палăртнă.

Эрне ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çак кун чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Нина Петровна кашни класрах тăван чĕлхе çинчен, унăн паянхи пĕлтерĕшĕ çинчен калаçу ирттерчĕ. Чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсене ачасем пăхмасăр каларĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, тетрадьсем çине çырса хучĕç. Учитель кашни ачан хăйĕн тăван чĕлхине юратса вĕренмеллине палăртса хăварчĕ. Çак кунах 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче пĕчĕк ăмăрту пулчĕ. Чи маттуррисем вара – 6-мĕш класра вĕренекенсем пулнине палăртрĕç.