Чăваш çĕр-шывĕ – савнă çĕр

 Çак кун   сăрăпа ÿкерекенсем валли ятарлă конкурс пулчĕ. Тема: «Чăваш çĕр-шывĕ – савнă çĕр». 1-11 класра вĕренекенсем  хутшăнчĕç ку ĕçе. 30-40 ача хушшинче чăннипех талантлă ачасем пуррине палăртса хăварчĕç жюри членĕсем.  Конкурса хутшăннă ачасем чăваш çĕр-шывне тĕрлĕрен курни палăрчĕ. Пĕрисемшĕн вăл – анлă Атăл сарăлса выртни, теприсемшĕн – вĕçĕ-хĕррисĕр улăх-çаран, виççĕмĕшсем вара Чăваш çĕр-шывĕн илемне чăтлăх вăрмансенче кураççĕ. Питĕ илемлĕ ÿкерчĕксем тума пултараççĕ иккен пирĕн ачасем. Чи маттуррине палăртма та йывăр. Çапах та 7-мĕш класра вĕренекен Васильева Анастасия ÿкернĕ ÿкерчĕк пурне те тĕлĕнтерчĕ.