Вăрнар районĕн паллă çыннисем

Тунти кун шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем презентации курса тĕлĕнчĕç. Презентаци теми – «Вăрнар районĕн паллă çыннисем». Ку ахальтен мар. Иртсе кайнă

октябрь уйăхĕнче (2012-2013 вĕренÿ çулĕ) Вăрнар районĕ йĕркеленсе кайни 85 çул пулчĕ. Пирĕн Вăрнар тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян. Çавăнпа та вĕсем çинчен калаçмалли, пĕлмелли питĕ нумай. 9-мĕш класра вĕренекенсем Вăрнар районĕнчен тухнă писательсем, артистсем, художниксем, композиторсем, ăсчахсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Анатолий Никитин кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç. Стас Владимиров юрлакан юрăсене итлеттерчĕç, Мĕтри Кипек, Иван Ивник, Алексей Воробьев çыравçăсем çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Презентаци пурне те килĕшрĕ.