Валентина Эльпи çыравçă

Чăвашсен  пĕр ĕмĕр пурăннă хĕр арăм çыравçи пур. Вăл – Валентина Эльпи.  2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Валентина Эльпи 100 çул тултарчĕ. Валентина Андреевна Андреева Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарма  ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 1-7 класра вĕренекенсене презентаципе паллаштартăмăр. Валентина Эльпи ытларах ачасем валли çырнă çыравçă. Унăн калавĕсем ачасене ĕçчен те пултаруллă, хăюллă, тăрăшуллă пулма вĕрентеççĕ. Презентаци курнипе пĕрлех ачасем Валентина Эльпи çырнă хайлавсен содержанипе паллаштарчĕç. Çак уяв хыççăн  вĕренекенсем Валентина Эльпи çыравçă çинчен  ытларах пĕлессе шанас килет.