Итоги года К.В. Иванова

  К.В.Иванов ҫулталӑкӗ хыҫа юлчӗ. Мӗн-мӗн туса ӗлкӗртӗмӗр-ха эпир К.В.Иванов ҫулталӑкне  халалласа? Паллах, хамӑр ума  палӑртнӑ ӗҫсене пурне те ирттертӗмӗр темелле. Чи малтанах ҫакна каласа хӑвармалла: чӑваш чӗлхи кабинечӗ «К.В.Иванов- чӑваш поэзийӗн классикӗ» ятлӑ стендпа пуянланчӗ. 5-11 классенче вӗренекенсем презентаци курса  К.В.Иванов пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ «Нарспи» спектакле курни те ачасен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче вара аслӑ классенче вӗренекенсем «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каласа пачӗҫ. Ҫак эрнере вӗренекенсем чӑваш сӑвви-юррисене янраттарчӗҫ,  ташшисемпе куракансене тӗлӗнтерчӗҫ. 

 Ӱкерме юратакансем К.В.Иванов хайлавӗсем тӑрӑх илемлӗ ӳкерчӗксем турӗҫ. Ӱкерчӗксен выставки пурне те килӗшрӗ.

 Сӑвӑ ҫырма юратакансем хӑйсем ҫырнӑ сӑввисемпе тӗлӗнтерчӗҫ. Чи лайӑх сӑвӑсене район хаҫатне ярса патӑмӑр. 

  Шкулти библиотекӑра К.В.Иванова халалласа кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ. Библиотекӑна кӗрекен кашни ача унти кӗнекесемпе паллашма пултарчӗ.

  Унсӑр пуҫне сочиненисен конкурсӗ, викторина ирттертӗмӗр. Вӗсем пурте К.В.Иванов пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех районта тата республикӑра ирттерекен конкурссемпе олимпиадӑсенче те активлӑ хутшӑнтӑмӑр.

  Малашне тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр.