Юмах тĕнчи

  Паян 5-6-мĕш класра вĕренекенсем  юмах тĕнчине çитсе килчĕç. Вĕсем шкул çулне çитмен ачасене «Тилĕ тус», «Тилĕпе кашкăр», «Ухмах кашкăр», «Уçăлма тухнă шăши çури», «Чăхпа услам çу», «Мулкач», «Лаша шырани», «Кахал пуппа майри», «Ылтăн пан улми» юмахсене çав тери ăста каласа пачĕç. Шкул çулне çитмен ачасем питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç, ыйтусем те пачĕç. Татах хăйсем патне хăнана чĕнчĕç.