Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрӗ.  Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.

Кăçал çак акци тăваттăмĕш хут иртет.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

 Эпир те ҫак акцие хутшӑнтӑмӑр. Диктант ҫыракансем хушшинче учительсем те, вӗренекенсем те пулчӗҫ. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл тăвакансен ушкăнĕ (35 çын) чӑваш чӗлхи кабинетне пухăнчĕ. Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.П.Иванова пуçтарăннă ачасемпе вӗрентекенсене  Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.

 

Диктант текстне А. Артемьевăн „Çăкăр хакĕ” повеçĕнчен илнĕ. Ᾰна  Иванова Нина Петровна  вуларĕ. Çыракансем тимлесе ĕçлерĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Пурне те акцие хутшӑннӑшӑн пысӑк тав!