Чăваш ачи, сассуна пар!

Чăваш чĕлхи эрни  пынă май, паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, 7-8 классем хушшинче «Чăваш ачи, сассуна пар!» ятпа ăмăрту  иртрĕ. Кашни командăн хăйĕн ячĕ, девизĕ тата ертÿçисем пулчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  Н.П.Иванова ачасем валли тĕрлĕ конкурссем хатĕрленĕ: ваттисен сăмахĕсене пĕлесси те, сăвă йĕркисене çырасси те, çĕнĕ сăмахсем тупасси те пулчĕ унта. Тĕрлĕ ăмăрту витĕр тухса 7-мĕш класс команди çĕнтерÿçĕ  пулса тăчĕ.  8-мĕш класра вĕренекенсем те çав тери маттур. Пурне те тав сăмахĕ калатпăр!