Энтип Ваҫҫи – 80 ҫулта

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, чӑвашсен паллӑ поэчӗ Энтип Ваҫҫи  80 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май аслӑ классенче вӗренекенсем поэт  пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ.

Энтип Ваҫҫи (Василий Антипов) Самар облаҫӗнчи Клевлӗ районӗнчи Хура шыв ялӗнче ҫуралнӑскер вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ялти клуб заведующийӗнче, чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн юсав бригадин бригадирӗнче, слесарьте тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикине куҫса килсен те вӑл стройкӑра ӗҫленӗ.

Стройкӑран калем ӗҫӗ ҫывӑххине Энтип Ваҫҫи нумай тиражлӑ хаҫатӑн тата вырӑнти радиовещани редакторӗнче чухне тарӑннӑн ӑнланса илнӗ. 1974—1977 ҫулсенче Энтип Ваҫҫи Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче вӑй хунӑ. Каярах вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тата СССР Писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи литературӑн аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн литконсультанчӗ тата правлени председателӗн ҫумӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин Вӑрман министерствинче ӗҫленӗ.

Энтип Ваҫҫи 1977 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ. Тӑван литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ» хисеплӗ ят панӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлкуҫ» (1974), «Алӑри асамат» (1976), «Туслӑх кӑшӑлӗ» (1977), «Пыл ҫунӑ ир» (1979), «Юрату юрри» (1984), «Самана» (1967).