37 сас палли çĕр-шывĕнче

  Тӑван чĕлхепе литература предмечĕсене ачасем юратса та интересленсе вĕренччĕр тесен мĕн тумалла-ха? Çак ыйту пире, чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене яланах канӑç памасть.
   Ачасем тӑван чĕлхене, тӑван литературӑна юратса вĕренччĕр тесен ачасемпе кулленхи çирĕпленнĕ йӑлапа ирттернĕ уроксенче çеç ĕçлени çителĕксĕр. Паянхи пурнӑç, паянхи шкул çĕнĕлĕхсем ыйтать. Çавӑнпа та чӑваш чĕлхипе литература уроксенче çĕнĕ технологисемпе усӑ курма тӑрӑшатӑп. Класс тулашĕнче тата шкул тулашĕнче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерни те шкул пурнӑçне интереслĕ тума, чӑвашлӑха аталантарма пулӑшать.
     Кашни çулах эпир чӑваш чĕлхипе литература эрнисене ирттеретпĕр, чӑваш чĕлхи кунне паллӑ тӑватпӑр. Çав кунсем интереслĕ те тухӑçлӑ иртчĕр тесе тĕрлĕ вӑйӑ-ӑмӑртусем, конкурссем, марафонсем ирттеретпĕр. Кашни çулах «Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ» акцие активлӑ хутшӑнатпӑр. Çак диктанта çырма шкул ачисем çеç мар, учительсем  те хастар хутшӑнаççĕ.
   Кӑçал та эпир чӑваш чĕлхипе литература эрнине ирттеретпĕр. Тĕрлĕ конкурссемпе ӑмӑртусем ирттеретпĕр. Паллӑраххисене çаксене асӑнмалла: «Эпир маттур ачасем», «Чӑваш чĕлхине пĕлетĕн-и?» ӑмӑртусем, «37 сас палли çĕр-шывĕнче» конкурс, чӑваш чĕлхипе литература марафонĕ, сӑвва илемлĕ вулакансен конкурсĕ, вуланӑ хайлавсем тӑрӑх тунӑ ÿкерчĕксен выставки тата ытти те. Кашниех çĕнтерÿçĕ пуласшӑн.
  6-7 классем хушшинчи ӑмӑртура улттӑмӑшсем чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсем хушшинче уйрӑмах Данилов Данила, Иванова Анастасийӑна, Арсентьева Людмилӑна, Михайлова Аньӑна, Прокопьев Станислава, Сидоров Ивана, Фадеев Константина асӑнса хӑвармалла. Вĕсем ыйтусем çине ыттисенчен хавӑртрах та тĕрĕсрех хуравларĕç.
  5-мĕш класра вĕренекенсемпе вара 37 сас палли çĕр-шывне çитсе килтĕмĕр. Унта çитиччен ачасен тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ. «Сас палли утравĕ» çинче те, «Шырав» хулинче те пулса курчĕç вĕсем. «Уçӑ сасӑсем» ушкӑн  çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ.
  Чӑваш чĕлхи эрни малалла пырать. Пурне те ӑнӑçу сунатӑп.