Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ-2017

Ака уйӑхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ-2017» акци иртрĕ. Пирĕн шкулта та çак акцие хутшӑнас текенсем пурĕ вун тӑваттӑн кӑмӑл турĕç. Вĕсем хушшинче – 5-10-мĕш классенче вĕренекенсем. 13 сехет тĕлне пурте чӑваш чĕлхипе литература кабинетне пуçтарӑнчĕç. Палӑртнӑ вӑхӑт çитсен диктанта çырма пуçларӑмӑр. Геннадий Волков çырнӑ «Ᾰслӑ ача» хайлав тӑрӑх йĕркеленĕ текст пулчĕ. Акцие хутшӑнакансем хӑйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Аслӑ классенче вĕренекенсемшĕн çак диктанта çырасси çӑмӑлах пулчĕ тесе калас килет. 5-6-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн йывӑрлӑхсем пулчĕç паллах, çапах та вĕсем аслисенчен юлмасӑр хӑйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Çитес çул çакӑн пек акцисене хутшӑнакансен шучĕ ытларах пуласса шанатпӑр.