Чăваш чĕлхипе литература эрни

     Ака уйăхĕн 24-29 –мĕшĕнче Кĕçĕн Кипекри (Туçи Çармăс)  вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Эрнелĕхе чăвашсене çутта кăлараканне – Иван Яковлевич Яковлева тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне  халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ  Маркова Ольга Васильевна эрнелĕх программине хатĕрлерĕ, унпа шкул линейкинче паллаштарчĕ. Çак кунах Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци иртрĕ. Диктант çырма 16 çын хутшăнма кăмăл турĕç.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Тепĕр çул çакăн пек диктанта тата ытларах çын хутшăнма кăмăл тунине палăртрĕç.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Янра,  тăван чĕлхемĕр, янра!» Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă уяв иртрĕ. Ку уява ачасем тĕплĕн  хатĕрленни курăнчĕ. Чăваш сăвви – юрри пурне те тыткăнларĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем «Вĕçкĕн Ваççа» инсценировкăна çав тери вăйлă выляса пачĕç.  Ку уявра пурне те тĕлĕнтерекенни -  6-мĕш класра вĕренекен Волков Максим пулчĕ. Вăл баянпа выляса пурне те тыткăнларĕ, тĕлĕнтерчĕ.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 5-8-мĕш класри ачасем шкул музейĕпе паллашрĕç. Чăваш чĕлхи учитĕлĕ шкул мĕнле пуçланса кайнине, Туçи Çармăс ялĕн историне  тĕплĕн каласа пачĕ.  Çавăн пекех  Совет Союзĕн Геройĕпе –Алексей Иванович Ивановпа тĕплĕнрех паллашрĕç. Манăçа тухма пуçланă (историе кĕрсе юлнă) япаласемпе кăсăкланчĕç.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Вăрнар енĕн паллă çыннисем» ятлă калаçу сехечĕ иртрĕ.  Çак калаçу сехетне Вăрнар районĕ 90 çул тултарнине халалланă. Ачасем Вăранар енĕн паллă çыравçисемпе, тĕпчевçĕсемпе, артистсемпе, художниксемпе паллашрĕç. Вăрнар ен çинчен сăвăсем пултаруллă вуласа пачĕç. Юлашкинчен пурте Л. А. Андреева кĕвĕленĕ «Вăрнар ен» юрра шăрантарчĕç.

Ака уйăхĕн 28-мĕшне Патшалăх символĕсен кунне халалларĕç. «Чăваш Енĕн патшалăх гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ – пирĕн халăх пуянлăхĕ, вĕсем унăн наци пĕрлĕхне, иртнипе хальхин тата пулассин çирĕп çыхăнăвне кăтартаççĕ. Талантлă çынсем Элли Юрьев, Герман Лебедев тата Илле Тукташ тунă патшалăх символĕсем чăваш халăхĕн нумай ĕмĕре тăсăлакан историне, унăн культурин пуянлăхĕпе хăйне евĕрлĕхне, Чăваш Республикинче туслă та килĕштерсе пурăнакан мĕн пур наци тата тĕн çыннин пĕрлĕхне сăнарлаççĕ»,-тесе каласа кăтартрĕ Ольга Васильевна. Ачасем Элли Юрьев, Герман Лебедев тата Илле Тукташ çинчен презентации пăхрĕç. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Юлашкинчен пур класс та чăваш гимне ура çине тăрса юрларĕ.

Эрнелĕх çав тери кăсăклă та интереслĕ иртрĕ.