Атте, анне тата эпĕ — спортпа туслă çемье!

Февралĕн 16-мĕшенче Кĕçĕн Кипек спортзалне çулсерен иртекен «Атте, анне тата эпĕ — спортпа туслă çемье!» конкурса курма халăх чылай пухăнчĕ. Кăçалхи çул вăл 31-мĕш хут иртрĕ. Конкурса пуçарса яраканĕ, кăçалхи çулччен вăййа ирттерекенĕ, Павлов Николай Димитриевич паян — тĕп тÿрере (жюрире). Ăмăртăва Ольга Марковапа Сергей Марков питĕ ăста ертсе пычĕç. Çичĕ çемье ăмăртура тупăшрĕ: Дмитриевсем, Ивановсем, Тарасовсем, Чекушкинсем, Николаевсем, Семеновсем, Петровсем. Тĕрлĕ тупăшу витĕр тухма тиврĕ çак çемьесен. Вăйă вăхăтĕнче шăпăрлансен савăнăçĕ те, куççулĕ те  пулчĕç.

Конкурссем хушшинче пĕрремĕш класс ачисем фитнес-аэробика урокĕнче вĕреннĕ илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.

Конкурс çĕнтерÿçи – Мулакасси Мăрат ялĕнче пурăнакан Иванова Маша çемйи пулса тăчĕ. Вĕсем ял администрацийĕ хатĕрленĕ приза—кубока çĕнсе илчĕç. Призĕрсем — Çĕнĕ Кипек ялĕнчи Таня Тарасова тата Кăмаш ялĕнчи Элина Чекушкина çемйисем. Шкул дирекцийĕ пур çемьене те гимнастика коврикĕ парнелерĕ. Малашне те спортпа туслă пулма сунчĕ.