Ака уйӑхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн шкулта чӑваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Çак кун пирĕн пата районти шкулсенче чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем килсе çитрĕç.
6-мĕш класра Иванова Н.П. ертсе пынипе Ева Лисина çырнӑ «Çӑкӑр чĕлли» калав тӑрӑх уçӑ урок иртрĕ.
Ева Лисина – чӑвашсен паллӑ çыравçи, Геннадий Айхи сӑвӑçӑн тӑванĕ. «Çӑкӑр чĕлли» калавĕ – чи паллӑ хайлавĕсенчен пĕри. Вӑл çамрӑк ӑрӑва çӑкӑра перекетлеме вĕрентет.
Урок «Асран кайми аки-сухи» юрӑпа пуçланчĕ. Çак юрӑ вӑл хӑех ачасене тарӑн шухӑша ярать, урокра мĕн çинчен калаçассине те уçса парать.
Урокра ачасем тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç: калав содержанине те аса илчĕç, ваттисен сӑмахĕсемпе те ĕçлерĕç. Унсӑр пуçне тата вĕренекенсем Ева Лисина çыравçӑн чĕрĕ сассине те илтрĕç.
7-мĕш класра вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев çырнӑ «Йӑлӑнтарни» тата «Кулачӑ» калавĕсем тӑрӑх сценкӑсем кӑтартрĕç.
1-мĕш класра вĕренекенсен «Пукане» ташши вара пурне те килĕшрĕ.
4-мĕш класра вĕренекен Сергеева Снежана хӑнасене сӑвва чӑн-чӑн артист пек калама пултарнипе тĕлĕнтерчĕ.
11-мĕш класра вĕренекенсен хӑйсем çырнӑ сӑввисем те куракансене килĕшрĕç.
Килнĕ хӑнасем урок çÿллĕ шайра иртнине палӑртрĕç. Малашне ĕçлеме ӑнӑçусем сунчĕç.