И.Я.Яковлев калавĕсем тӑрӑх тунӑ ÿкерчĕксен конкурсĕ

     Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕренекен ачасем Иван Яковлевич Яковлев çырнӑ калавсене юратса вулаççĕ. Çав калавсем тӑрӑх сценкӑсем хатĕрленеççĕ. Çавӑн пекех калавсем тӑрӑх ÿкерчĕксем тӑвасси те йӑлана кĕнĕ темелле.

     Чӑваш чĕлхи эрни пынӑ май И.Я.Яковлев калавĕсем тӑрӑх тунӑ ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурсра пурĕ 23 ĕç пулчĕ. Жюри членĕсем çак ачасен ÿкерчĕкĕсене пысӑка хурса хакларĕç. Вĕсем: Волков Максим(7 класс), Михайлова Анастасия (7 класс), Павлова Элида (9 класс). Ытти ачасен  ÿкерчĕксем те куракансен кӑмӑлне кайрĕç.Уйрăмах  çак вĕренекенсен ячĕсене асăнса хăварас килет: Сидоров И.(7 класс), Фадеев К.(7 класс), Захарова М.(8 класс), Маркова Л.(6 класс), Краснова К.(5 класс), Иванова А.(5 класс).   Конкурса хутшӑннӑ ачасене пурне те ӑнӑçусем сунатпӑр. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ.