Пушар хӑрушӑ

Çĕршывра унта та кунта пушарсем алхасни, хăрушă инкекре çынсем те вилни, миллион-миллион тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленни чуна çỹçентерет. Вут-кăвар час-часах этем айăпĕпе тухни пушшех те хăратать. Мĕншĕн çав таранччен тимсĕр-ха эпир, мĕншĕн кулленхи пурнăçра асăрхануллă пулмалли çинчен асра тытмастпăр?   Пушар хăрушă. Вăл никама та, ниме те хĕрхенмест. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăх пушар вăхăтĕнче самантрах кĕле çаврăнать. Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, электрооборудованисен юсавсăрлăхĕ, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманни, типĕ утта çунтарни пушарсен тĕп сăлтавĕсем пулса тӑраççĕ.

     Кашни çулах шкулта ачасене пушар хӑрушлӑхĕ çинчен каласа паратпӑр. Кӑçал та 8-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕренÿ çулĕ пуçлансанах пушар  çинчен тĕрлĕ калаçусем ирттертĕмĕр.  Чылай чухне вара çынсем чи малтан пушара хăйсен вăйĕпе сÿнтерме тăрăшни пысăк инкек патне илсе çитерни çинчен калаçрӑмӑр. Пушар тухнине сиссен, курсассăн тÿрех  пушар  сÿнтерекенсем патне шăнкăравламалла. Пулăшу киличчен хамӑр вăйпа вут-çулăмпа кĕрешмелле, чан çапса ытти халăха пĕлтермелле, кÿршĕ-арша систермелле, пурлăха сыхласа хăварма тăрăшмалла. Вăхăтра тĕрĕс йышăнусем тумалла.

Пушар ан тухтӑр тесен вара кашнин тимлĕ пулмалла. Килтен тухса каяс умĕн электричество вӑйĕпе ĕçлекен приборсен шнурĕсене розеткӑран кӑларса хӑвармалла. Çунакан газ плитине сÿнтермесĕр , унӑн кранĕсене хупмасӑр вӑхӑтлӑха та хӑварма юрамасть. Холодильник шнурĕсене те тĕрĕслесех тӑмалла. Çитĕнсе çитмен ачасен электричество тата газ приборĕсемпе хӑйсем тĕллĕн усӑ курмалла мар.  Çак йĕркесене пӑхӑнсан тин «хĕрлĕ автан» алхасмĕ. Çакна 8-мĕш класра вĕренекенсем  çирĕп пĕлеççĕ. Йӑмӑкĕсемпе шӑллĕсене те пушар хӑрушлӑхĕ çинчен каласа пама пулчĕç. Пирĕн пурин те сыхӑ пулмалла.