Манӑн сывлӑх - манӑн пуянлӑх

9-мĕш класра «Манӑн сывлӑх - манӑн пуянлӑх» ятпа калаçу иртрĕ.
Урок юмах итленинчен пуçланчĕ. «Çулпала Юрату, Пуянлӑх тата Сывлӑх пынӑ тет. Каç пулсан вĕсем пĕр çурт алӑкĕнчен пырса шакканӑ, çĕр каçма кĕртме ыйтнӑ тет. Кил хуçи алӑка уçнӑ та: «Пирĕн пĕр вырӑн çеç. Хӑшне кĕртмелле-ши, килтисенчен ыйтам-ха»,- тесе каялла кĕрсе кайнӑ тет. Кил хуçин хĕрĕ Юратӑва кĕртме, арӑмĕ вара Пуянлӑха, чирлĕ амӑшĕ Сывлӑха кĕртме ыйтнӑ. Кил хуçи вара амӑшне итлесе Сывлӑха кĕртнĕ»
 Çак юмаха итлесе ачасем шухӑша кайрĕç. Тĕрлĕрен хуравсем пачĕç.
  Çак урокрах тата класс ертÿçипе пĕрле вĕренекенсем тĕрлĕ вӑйӑсем вылярĕç, сывӑ пурнӑç йĕркине пӑхӑнса пурӑнас тесе йышӑнчĕç. Сывлӑхлӑ пулас тесен чи малтанах спортпа туслӑ пулмаллине каласа хӑварчĕç. Класри ачасем спорта юратаççĕ, ирсерен зарядка тӑваççĕ, ÿт-пÿ тасалӑхĕшĕн, шӑлсене сыхласа хӑварассишĕн тӑрӑшаççĕ, компьютер умĕнче нумай лармалла маррине те пĕлеççĕ, эрех-сӑрапа туслӑ пулмалла маррине те çирĕпех татса калаççĕ. Апла пулсан, сывӑ ӑру çитĕнет тесе çирĕппĕнех калама пулать.