Професси тӗнчи

  Кам пулмалла-ши? Шкул пӗтерсен ӑçта вӗренме каймалла? Çак ыйтусем кашни ачанах шухӑшлаттараççӗ, хумхантараççӗ. Пӗрисем ӳссен хӑйсем кам пулассине ачаранах пӗлеççӗ, теприсем вара ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсенчен пулӑшу кӗтеççӗ.

  Паллах, ачасем хӑйсене валли тӗрӗс професси суйласа илччӗр тесен класс ертӳçисен ытларах ӗçлеме тивет. Вӗсем пулӑшнипе вӗренекенсем професси тӗнчипе паллашаççӗ.

 Ачасем 9-мӗш класс пӗтернӗ хыççӑн хӑйсене валли тӗрӗс професси суйласа илччӗр тесен кӗçӗнрех классенчех çак ыйтусем тавра калаçма тивет. 

Çак  тӗллевпех 9-мӗш класра вӗренекенсемпе  «Професси тӗнчи» ятпа  урок ирттертӗмӗр. Çак урокра ачасем тӗрлӗ професси ушкӑнӗсемпе паллашрӗç, хӑйсене килӗшекен ӗç çинчен каласа кӑтартрӗç, ӗç çинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗç, юрӑсем итлесе  савӑнчӗç, шӳтлӗ ыйтусем çине те хуравсем пама пултарчӗç. Урокӑн юлашки тапхӑрӗнче вара çак урок мӗн енчен усӑллӑ пулнине, мӗн килӗшнипе килӗшменнине каласа хӑварчӗç, пӗтӗмӗшле хӑйсене тата учителе хак пачӗç.