Юптарусем тӑрӑх йӗркеленӗ инсценировкӑсен фестивалӗ

    Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче, юптарусем тӑрӑх йӗркеленӗ  инсценировкӑсен фестивалӗ иртрӗ.  Вӑрнар  район чысне хӳтӗлеме пирӗн шкулта вӗренекенсем (Александрова Карина, Сергеева Снежана, Иванова Мария, Васильев Дмитрий, Никифоров Дмитрий, Тарасова Валерия, Волков Максим)  хутшӑнчӗç. Вӗсем Алексей Ашкеров çырнӑ «Çӗмӗресси тӑвассинчен çӑмӑлтарах» юптару  тӑрӑх йӗркеленӗ инсценировкӑна кӑтартрӗç.

   Пурӗ 35 коллектив, çав шутрах  Пушкӑрт, Тутар Республикисенчен килнисем те пулчӗç.

Тӳрех каламалла, пирӗн ачасем кун пек фестивальте пӗрремӗш хут. Çапах  та хӑраса ӳкмерӗç, хӑйсене сцена çинче чӑн-чӑн артистсем пекех тытма тӑрӑшрӗç, юптарӑвӑн ӑса вӗрентсе каланӑ тӗп шухӑшне куракансем патне çитерме пултарчӗç.

  Шанас килет, малашне вӗсем çакӑн пек фестивальсенче малтисен ретӗнче пулӗç.