Ака уйӑхӗнче чӑваш чӗлхипе литература эрнине ирттересси йӑлана кӗнӗ темелле ӗнтӗ. Кӑçал та эпир ӑна анлӑн уявлама палӑртрӑмӑр.
Чӑваш чӗлхи вӑл – пирӗн тӑван чӗлхе. Çак чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ.
«Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе
Эс- чи пахи, эс -чун уççи.
Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,
Пин чěлхерен чи çепěççи»,- тесе калас килет пирӗн пурин те.
Чӑваш чӗлхи эрни пуçланчӗ. Паян, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Кӗçӗн Кипек шкулӗнче вӗренекенсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхне, илемне тӗрлӗ презентацисем курса тата та ытларах туйса илчӗç пулӗ. Çак кун пуриншӗн те усӑллӑ иртрӗ темелле.