Театр çулталӑкне халалласа

  Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн 2019 çула пирӗн çӗршывра Театр çулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Театрӑн вӑйӗпе пӗлтерӗшӗ калама çук пысӑк. Театр вӑл – асамлӑхпа илем тӗнчи, пурнӑç тӗкӗрӗ. Театр хуйха-суйха сирет, кӑмӑла çӗклет, шанчӑк парать, ӑса вӗрентет.

   Театр çулталӑкне халалласа ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче шкулта пысӑк уяв ирттертӗмӗр.  Çак уява ашшӗ-амӑшӗсене те  чӗнтӗмӗр. Ачасем хӑйсен пултарулӑхӗсемпе паллаштарчӗç. Вӗрентекенсем ертсе пынипе инсценировкӑсем кӑтартрӗç, юрларӗç, ташларӗç, сӑвӑсем каларӗç. Уйрӑмах «Çӗмӗресси тӑвассинчен çӑмӑлтарах» юптару тӑрӑх лартнӑ инсценировка куракансен кӑмӑлне кайрӗ.  «Снежная королева» хайлав тӑрӑх лартнӑ сценка та курма килнӗ хӑнасене çав тери килӗшрӗ. Апла пулсан, пирӗн вӗренекенсем – пулас артистсем. Çавна эпир шанатпӑр, ӗненетпӗр! Вӗсене ӑнӑçу сунатпӑр.