«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2019» акци

  Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче – Чӑваш чӗлхи кунӗ.  Çак  кун «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2019» акци иртрӗ.

Акцие Чӑваш чӗлхи кунне тата Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 çул çитнине халалланӑ. Кӑçал диктанта Владислав Николаевӑн чӑвашсен пӗрремӗш актрисин Тани Юнӑн пултарулӑхне халалланӑ тексчӗ тӑрӑх çыртӑмӑр. Диктанта çырма кӑмӑл тӑвакансем пирӗн шкулта та пулчӗç. Вӗсем (пурӗ çирӗм тӑххӑрӑн): тӗрлӗ классенче вӗренекенсем, вӗрентекенсем,  шкулта ӗçлекенсем.

  Калас килет, пирӗн шкулти учительсем чӑваш чӗлхин орфографи, грамматика, пунктуаци правилисене питӗ лайӑх пӗлеççӗ. Çавӑнпа та вӗсем диктант çырса пурте «5» паллӑ илме пултарчӗç. «5» паллӑ илме пултарнӑ вӗрентекенсене палӑртса хӑварас килет: Иванова Н.П., Павлова Л.С., Маркова О.В., Васильева Л.Л., Иванова Е.Л., Павлова С.В.

   Шкул ачисем хушшинче вара «5» паллӑ илекенсем пулмарӗç, çапах та  вӗсем «4» тата «3» паллӑсене тивӗçрӗç. Пурне те саламлатпӑр, малашне те чӑваш чӗлхине юратса вӗренме ӑнӑçу сунатпӑр!