Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Пурнӑҫ илемне те эпир хамӑр тӑван чӗлхерен курма-туйма пуҫлатпӑр. Вӑл пире хамӑр несӗлсен историйӗпе, йӑли-йӗркипе, пурнӑҫӗпе паллаштарать. Тӑван чӗлхе витӗр эпир, чӑвашсем, хамӑрӑн пуян та илемлӗ культурӑна юратма вӗренетпӗр. Ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва та пирӗн мӗн пӗчӗкрен чӑваш чӗлхине юратма вӗрентмелле, унпа калаҫма вӑтанмалла марри пирки тӑтӑшах аса илтерсе тӑмалла.
Тӑван чӗлхе кунӗ çывхарса пынӑ май, паян, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, шкулти библиотекӑра «Чӑваш ен – ман тӑван ен» ятпа кӗнекесен выставки уçӑлчӗ. Кунта Чӑваш енӗн паллӑ çыннисемпе, чаплӑ вырӑнӗсемпе, йӑли-йӗркисемпе паллашма, вуласа пӗлме пулать. Çавӑн пекех «Çамрӑк ӑсчах-2020» конкурс-вӑйӑ та ачасемшӗн интереслӗ иртрӗ. Пӗтӗмлетсе çапла калас килет: