Авалхи чӑвашсен йӑла-йӗркинчи физкультурӑна çывӑх пулӑмсем

Инçет вӗренӳ мелӗпе уроксем çеç мар, класс тулашӗнчи ӗçсене те пурнӑçлатпӑп. Акӑ 6-мӗш класра  тӑван ен культурине вӗреннӗ май  авалхи чӑвашсен йӑли-йӗркинчи физкультурӑна çывӑх пулӑмсем тата ача-пӑча вӑййисем  çинчен калаçу пулчӗ.

Тӗрлӗ сайтсенчен тата кӗнекесем вуласа мӗн пӗлтӗмӗр-ха?

Ӗлӗк ачасене пӗчӗклех сывлӑха çирӗплетме, пиçӗхтерме хӑнӑхтарнӑ иккен. Пӗчӗк ачасене кашни кунах шыва кӗртнӗ, ачасем çу каçипех çара уран чупнӑ, пир кӗпепе çӳренӗ. Хӗл кунӗсенче те вӑхӑта ытларах урамра ирттернӗ. Апла пулсан, ӗлӗкхи чӑваш ачисем  спортпа туслӑ пулни паллӑ.

Ӗлӗкхи чӑваш ачисен вӑййисем те сывлӑха çирӗплетме пулӑшнӑ. Çулла вӗсем ӑмӑртмалла чупнӑ, сикнӗ, çӑм пӳскепе вылянӑ. Хӳме каштисене турник вырӑнне усӑ курнӑ. Лашасемпе ӑмӑртмалла чупнӑ.  Ӗлӗкхи чӑваш ачисем çакӑн пек вӑйӑсем вылянӑ иккен: «Тӑм пемелле», «Çӗлен ямалла», «Чашӑк салатмалла», «Çӗлен хӳри», «Çӗрӗк кӑмпа», «Шыв упи» тата ытти вӑйӑсем те.

6-мӗш класра вӗренекенсене ытларах «Çӗрӗк кӑмпа» ятлӑ вӑйӑ килӗшнӗ. Унсӑр пуçне ачасем аслашшӗ –асламӑшӗсенчен те ӗлӗкхи ачасем вылянӑ вӑйӑсем çинчен ыйтса пӗлнӗ.