Авалхи чӑвашсен йӑла-йӗрке тумӗ.

     Авалхи чӑвашсен тӗрлӗ лару-тӑрура, уявсенче ятарлӑ çи-пуç тӑхӑнас йӑла пулнӑ. Çак йӑла вӑл  паянхи кунчченех упранса юлнӑ. Сӑмахран, качча каякан хӗр туй кӗпине урӑх нихçан та ниçта та тӑхӑнмасть.

Йӑла-йӗрке ирттернӗ чухне хӗрарӑмсем ылтӑн-кӗмӗл эрешсемпе капӑрлатнӑ пуçа тӑхӑнмаллисемпе пулнӑ. Чӳк пуçӗсем ялан тенӗ пекех çиелтен ятарлӑ тум тӑхӑннӑ, хӑш чухне вара ӑна тӳнтер енне тавӑрса тӑхӑнма та пултарнӑ. Ӗлӗк чӑвашсен ятарласа çӗлетнӗ тум пулнӑ. Вӑл – шупӑр, унӑн пӗр тӗслӗхӗ Чӑваш наци музейӗнче упранать.

Авал çи-пуçӑн хӑш-пӗр пайӗсене сыхлав-управ эрешӗсемпе илемлетме тӑрӑшнӑ. Ун пек пайсен шутне чи малтанах çи-пуç вӗçӗпе çухави хӗрри кӗнӗ, çавсенчен çын ӳчӗ патне усалсем çитме пултарнӑ. Çавӑнпа кӗпе çухавине, аркине, кӑкӑр умне, çанӑ вӗçӗсене сыхлав-управ тӗррипе илемлетнӗ.

Вӑхӑт иртнӗçемӗн тумсем те улшӑннӑ, анчах ӑна илемлеитес йӑла упранса юлнӑ.

Çапла вара, 7-мӗш класра вӗренекенсем авалхи чӑвашсен йӑла-йӗрке тумӗсем çинчен çӗннине чылай пӗлчӗç.