Çул çинче тимлӗхе çухатма юраманнине эпир пурте пӗлетпӗр-ха. Анчах та темшӗн-çке хӑш чухне çул çинче çав тери хӑрушӑ ӗçсем пулса иртеççӗ. Айӑпӗ вара камра-ши?
Чи малтанах, çул çине тухакан кашни çыннӑн хӑйӗн пурнӑçӗшӗн хӑй яваплӑ пулнине асра тытмалла. Çакӑн çинчен сӑмах пуçартӑмӑр та ӗнтӗ 5-мӗш класра вӗренекенсемпе.
Çак урокра ачасем чи малтанах çул-йӗр правилисене аса илчӗç, симӗс, сарӑ, хӗрлӗ тӗссем мӗне пӗлтернине тепӗр хут каласа хӑварчӗç. Шкул автобусӗпе çӳрекенсем те пур çак класра. Вӗсен хӑйсене çул çинче мӗнле тытмаллине те тепӗр хут çирӗплетсе хӑвартӑмӑр.
Канмалли кунсенче ачасен пушӑ вӑхӑт чылай. Ун пек чухне пуçа тӗрлӗ шухӑш пырса кӗме пултарать. Аслӑ çул çине выляма тухма та пултараççӗ. Кун пек вӑйӑ каллех инкек патне илсе çитерет. Çакӑн çинчен хаçатра çырнӑ статьясене вуласа пӗлтӗмӗр. Апла пулсан, кашнин тимлӗ пулмалла. 5-мӗш класра вӗренекенсем çул çинче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене асра тытӗç тесе шанас килет.