Сывлӑх – чи хаклӑ пуянлӑх

Кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн хӑй яваплă пулнине ăша хывма пулăшас, пушă вăхăта усăллă йĕркелеме вĕрентес, сиенлĕ йăла-йĕркерен аякра тăма хистес, сывлăх чи хаклă мул пулнине вĕренекенсем патне илсе çитерес тӗллевпе 5- мӗш класра «Сывлӑх – чи хаклӑ пуянлӑх» темӑпа калаçу иртрӗ.

Çирĕп сывлăхлă пуласси тĕрлĕ сăлтавран килет: экологирен, медицина шайĕ епле пулнинчен, сиенлĕ йăла-йĕркепе иртĕхнинчен( эрех-сăра, пирус, наркотиксем), йăхран йăха куçакан чирсенчен. Ученăйсен шучĕпе, çынсен сывлăхĕ 50% яхăн вĕсем хăйсен пурнăçне епле йĕркеленинчен килет иккен.

Мĕн тумалла-ши пирĕн сывлăхлă пулас тесен?

Çак ыйту çине ачасем çакӑн пек хуравсем пачӗç:

-спортпа туслă пулмалла (Ирхине зарядка тумалла. Ытларах хускалмалла. Спорт секцийĕсене çÿремелле.);

-ытларах уçă сывлăшра пулмалла;

- шывпа туслă пулмалла;

-кунсăр пуçне тата кун йĕркине пăхăнни те питĕ кирлĕ: ирхине вăхăтра тăрас пулать, каçхине вăхăтра выртас пулать, апата вăхăтра тата виçеллĕ çиес пулать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас пулать, сиенлĕ йăла- йĕркепе аташмалла мар.

Чи ăслă çынсем те кун йĕркине пăхăннă, унтан пăрăнман. Вăл ĕçе тĕрĕс йĕркелеме те, вăхăтра канма та пулăшать. Кун йĕркине пăхăнман çынна яланах вăхăт çитмест, чир-чĕр асаплантарать. Урок тăршшĕпех сывлăх пирки калаçрăмăр. Кашни çыннăн хăй сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ăна ачаран упрама вĕренмелле. Сывлăх пулсан пурте пулать. Сывлăхлă çын çеç пурнăçра хăй вырăнне тупма, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултарать. Сывлăхлă çын телейлĕ тата пуян. Урока çак сӑвӑ йӗркисемпе вӗçлерӗмӗр:

И мĕн пуян, тăванăм?

Сывлăх пуян.

Сывлăх çул памасăр ăçта каян?

Эп те пуян, тăванăм.

Эс те пуян.

Пуçăмăрта сывлăх пур паян.