Сӑр тӑрӑхӗнчи халӑхсен паттӑрлӑхӗ

2021 çул – Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ.

   Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçин шавӗ Чӑваш Ене çитмен пулин те пирӗн халӑх историнче тарӑн йӗр хӑварма пултарнӑ. Ытла та йывӑр пулнӑ-çке шартлама сивӗре окоп чавма.

    Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийӗсем тӑвасси чӑнласах пӗтӗм халӑх ӗçӗ пулнӑ. Унта 17 çултан аслӑрах çынсене явӑçтарнӑ. Окоп, блиндаж тума техника питех пулăшайман. Шартлама сивĕре /42 градус таран/ çынсем шăннă çĕре лумпа тăваткалласа каснă та хирсе кăларнă. Вӗсем вăйран кайнă, шăм-шак каçсерен сурса сăрăлтатнă, апат начар çитернĕрен, ал-урана тăм илнĕрен нумайăшĕ больницăна лекнĕ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ.  Пирĕн çынсем тĕлĕнмелле чăтăмлăх кăтартнă, пĕтĕм вăя парса ĕçленĕ, чирлесен те объектран пăрахса кайман, вăйран кайиччен, ураран ÿкиччен  юлашки вăя  пухса тăрăшнă.

  Çакӑн çинчен калаçу ирттертӗмӗр 5-мӗш класра вӗренекенсемпе. Презентаци курнӑ май ачасем тарӑн шухӑша путрӗç: «Мӗнле чӑтнӑ-ха çынсем?».   Хӑшӗ-пӗрин куçӗ шывланчӗ. Теприсем сӑмах та чӗнеймерӗç.

  Çавӑн пекех Улькка Эльмен çырнӑ «Ватӑлсан» хайлавӑн пӗр сыпӑкне вуларӑмӑр. Унти тӗп сăнар, Маня аппа,  Сӑр тӑрӑхне окоп чавма кайни çинчен çырнӑ. Хӗрарăмсем лаша вырăнне хăйсем турта хушшине тăнине тӗлӗнмелле ăста çырса панă автор. Чи хăрушши йывăрлăхсем мар, вăрçă хирӗнчен килекен виле хучӗсем пулнă иккен.

       Çапла, çак калаçу хыççӑн ачасем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансем çинчен манса каймӗç  тесе çирӗплетсех калас килет.