Çӑварни эрни вӗçленчӗ

Эх, çӑварни, çӑварни,

Çӑвар тулли икерчи.

Кӗсье тулли пӗремӗкӗ,

Ма çӑварни теес мар?

Çӑварни! Çапла, çӑварни эрни те вӗçленчӗ. Чӑваш халӑхӗн çак авалтан пыракан уявне чаплӑн кӗтсе илсе ӑсатса ятӑмӑр.

Уява шкулти драма кружокне çӳрекенсем пуçларӗç. 5-8 классенче вӗренекен çамрӑк артистсем çӑварни уявӗ çинчен каласа пачӗç. Çӑварни – сивӗ хӗле ӑсатса çуркуннене кӗтсе илнине палӑртакан уяв иккен.  Ҫӑварни тени тепěр майлӑ «çу эрни», «хěле ӑсатни, çуркуннене кěтни» тенине пĕлтерет. Ҫӑварни çурхи кун тӑршшě çěрпе танлашнӑ чухне пуçланать. Ӗлӗк яш-кěрěм, хěр-упраç çěнě çул иртсенех çӑварние хатěрленме тытӑннӑ. Хěрсем çӑварни чупма çěнě тумтир хатĕрленě.  Каччисем лашисене сěлě çитерсе мӑнтӑрлатнӑ, çунисене янтӑланӑ. Ҫӑварние çěнě юрӑпа-ташӑпа хавассӑн кěтсе илнě. Юррисем те ку уявăн катаччи ҫинчен, ҫу юхтарса тăракан картлă-картлă икерчĕ ҫинчен. Ĕлĕкренех ҫапла пулнă иккен.

 Çӑварни уявӗ çинчен каласа панӑ хыççӑн çӑварни юрри-сӑввисем янӑрарӗç. Эх, маттур та иккен çамрӑк артистсем. Пурте тӑрӑшса юрларӗç, ташларӗç, такмаксемпе савӑнтарчӗç. Çанталӑк кӑштах сивӗ пулнине пӑхмасӑрах тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗç, катаччи чупрӗç, тӑвайккинчен çунашкасемпе ярӑнакансем те тупӑнчӗç. Кӗтнӗ самант – Çӑварни карчӑкне çунтарса яни. Кашни класӑн хӑйӗн Çӑварни карчӑкӗ. Çапла, çӑварни карчӑккисем макӑра-макӑра пирӗн патран кайрӗç. Çакӑн пек сӑмахсем каласа ӑсатрӑмӑр эпир Çӑварни карчӑккисене: « Чир-чĕр кайтăр!

                            Сывлăх пултăр!

                             Выльăх-чĕрлĕх ĕрчевлĕ пултăр!

                              Тыр-пул ăнтăр!»

Уяв пурне те килӗшрӗ. Чӑваш халӑхӗн авалтан пыракан йӑли-йӗркисене манас марччӗ. Вӗсене пирӗн упраса хӑварма тӑрӑшмалла.