Кашни çулах, хӑнӑхнӑ йӑлапа, чӑваш чӗлхипе литература эрнине ирттеретпӗр.
Кӑçал çак эрнене чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркисенчен пуçлас терӗмӗр. Çавна май,
ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, шкулти драма кружокне çӳрекенсем (7-8 классенче
вӗренекенсем) ӗлӗкхи çамрӑксем улах ларнине кӑтартса пачӗç.
Хĕллехи вăрăм каçсенче хĕрсем авалтанпах
улах ларнă. 1950-мĕш çулсенче те çамрӑксем улаха пуçтарăннă. Улах ларма ытларах
пĕччен пурăнакан карчăксем е хăшĕн те пулсан килте ашшĕ-амăшĕ çуккисем патне
пухăннă.
Улах каçне хĕрсем ахаль ларса ирттермен,
хăйсемпе пĕрле ал ĕçĕ илсе килнĕ. Кам тӗрӗ тӗрленӗ, кам çип пӗтӗрнӗ. Каччăсене
улах ăçта ларнине пĕлтермен. Чўрече каррисене тачăрах карнă. Пĕр-пĕринпе
калаçкаласа хĕрсем ĕçе пикеннĕ.
Каччăсем хĕрсене шыраса кашни кил чўречинчен
пăхса тухнă. Пĕр икĕ-виçĕ сехетрен вĕсем улах ларнă киле тупнă. Каччăсем
хĕрсене ĕçлеме пулăшнă: е çип çăмхине тытса ларнă, е пĕрле пĕтĕрнĕ.
Кăшт вăхăт иртсен хĕрсем юрă юрлама
пуçланă. Чăвашла та, вырăсла та юрланă. Чи лайăх юрлакан хĕр юрă пуçлаканни
пулнă.
Юрласан-юрласан вăйăсем вылянă. Ытларах чĕн
пиçиххипе çапмалла, алăпа çапмалла, çĕрĕ памалла вылянă. Çак вăйăсем вăхăтĕнче
каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕрне хăйсен туйăмĕсене: юратнине, килĕштернине е
кĕвĕçнине — систернĕ.
Пĕр-пĕрне тупмалли юмахсем каланă. Тупсăмне
пĕлейменнисене «сутса янă» е «качча панă», «авлантарнă».
Çур çĕр çитиччен
нихçан та улах ларман. Ирех ĕçе каймалла пулнă. Çакна кӑтартса пама тӑрӑшрӗç те
ӗнтӗ çамрӑк артистсем.