Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ. Çак кун тата Иван Яковлевич Яковлевӑн çуралнӑ кунне те паллӑ тӑватпӑр. Çавӑн пекех паян  «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2022» акци иртрӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси.

 Кӑçалхи акцие Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Республикинчи Мухтавлӑ ентешсен çулталӑкне халалланӑ. Текст чӑваш чӗлхине тӗнче уçлӑхне çити çӗкленӗ икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗçнӗ Шуршӑл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.

  Пирӗн шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те диктант çырчӗç. Пурӗ 33 çын. Вӗсенчен «5» паллӑ илекенсем вун пиллӗкӗн. «4» паллӑ илекенсем – саккӑрӑн, «3» паллӑ илнисем – вуннӑн. «2»  илекенсем вара пачах та çук. Пурне те саламлатпӑр! Малалла та хастар пуласса шанатпӑр.