«Разговоры о важном» /
«Чи кирлӗ калаçу»
Кашни халăхăн хăйӗн юрă ăстисем пур. Эпир –чăвашсем. Чăвашсем вара илемлӗ юрăсем юрлама ăста. Чăваш халăх юрăçисем те питӗ йышлă. Эмине, Чăваш Хвети, Гавриил Федоров, Ираида Вдовина ячӗсене халăх паянхи кун та астăвать. Тӗнчипе паллă опера юрăçине Максим Дормидонтович Михайлова та халăх манмасть. Хальхи вăхăтра вара эстрада юрăçисем те чылай
Çавăн пекех музыка инструменчӗсем те тӗрлӗрен: купăс, тăмра, кӗсле, шăпăр, шăхлич, параппан тата ытти те. (Чăвашсен музыка инструменчӗсем 50 ытла). Чылай чухне чăвашсем харăсах тӗрлӗ музыка инструменчӗ каласа кӗвӗ кăларнă.
Паянхи калаçу ачасемшӗн питӗ усăллă иртрӗ. Ачасем хăйсене валли çакăн пек пӗтӗмлетӳсем турӗç:
1. Юрă-кӗвӗ – халăх чунӗ.
2. Çут çанталăк тӗрлӗ кӗвӗ кăларать.
3. Юрă пулсан пурнăç пур, пурнăç пулсан юрă пур.
Автор – Иванова Н.П., классный руководитель 7 класса
#НавигаторыДетства #Росдетцентр #РДШЧувашия #СоветникПоВоспитанию #РазговорыОВажном #ДеньМузыки