Авǎн
уйǎхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн шкултан вĕренсе тухнǎ Мĕтри Кипек çыравçǎ çуралнǎранпа
110 çул пулчĕ. Çавна май çак кун Дмитрий Афанасьевич Афанасьев
пултарулǎхĕпе тĕплĕнрех паллашрǎмǎр, хайлавĕсен сыпǎкĕсене пǎхмасǎр каларǎмǎр.
Мĕтри
Кипек (Дмитрий Афанасьевич Афанасьев) 1913 çулхи авǎн уйǎхĕн 15-мĕшĕнче Вǎрнар
районне кĕрекен Тимĕрçкасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнǎ. Выçлǎх çулĕсенче
Мускаври ача çуртĕнче пурǎннǎ. Ачаллах ашшĕсĕр тǎрса юлнǎ.
Шкула
çӱреме ǎшǎ тум пулманран малтанхи çул амǎшĕ ǎна килте вĕрентнĕ. Хĕл каçиччен
вулама, çырма, шутлама, ӱкерме вĕреннĕ. Тепĕр çулне вара Туçи Çармǎсри шкула
кайнǎ. Учитель ǎна тĕрĕсленĕ хыççǎн тӱрех виççĕмĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле
лартнǎ. Çапла пуçламǎш шкулта тǎватǎ çул вĕренес вырǎнне вǎл икĕ çул çеç
вĕреннĕ. Ун хыççǎн Кĕçĕн Кипекри шкулта
вĕреннĕ. Шупашкар институчĕн чĕлхепе литература факультетĕнчен вĕренсе тухнǎ
хыççǎн учитель пулса шкулта ĕçленĕ.
Çарта пулнǎ, полковник хисепне çити ӱснĕ, çар юридици академинчен
вĕренсе тухнǎ. Тǎван Çĕршывǎн Аслǎ вǎрçине хутшǎннǎ.
Çыравçǎ
1991 çулхи пуш уйǎхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрǎлса кайнǎ .
Çыравçǎ
хайлавĕсенчи тĕп темǎсенчен пĕри вǎл –
çут çанталǎка сыхласси. Çут çанталǎкран ялан илсе, ǎна çаратса пурǎнакан сǎхǎ
чунлǎ çынсене вǎл хытǎ питлет, йывǎç-курǎка сыхлама, кайǎк-кĕшĕке упрама вĕрентет.
Пирĕн
шкулти ачасем Мĕтри Кипек çырнǎ хайлавсене юратса вулаççĕ, «Кайǎк тусĕ» повесть
сыпǎкĕсене пǎхмасǎр вĕренеççĕ. «Уйǎх
витĕр çул курǎнать», «Паттǎрсем хыпарсǎр çухалмаççĕ», «Парǎнманнисем
çĕнтереççĕ» тата ытти хайлавĕсем –
ачасем юратса вулакан хайлавсем.
Эпир Мĕтри Кипек çыравçǎпа
мухтанатпǎр.