Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин кунĕ

Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери тǎван чĕлхе кунĕ çывхарса килет. Ǎна эпир кашни çулах нарǎс уйǎхĕн 21-мĕшĕнче паллǎ тǎватпǎр.  Çавна  май тĕрлĕ ĕçсем тума палǎртрǎмǎр. Пирĕн тǎван чĕлхе вǎл – чǎваш чĕлхи. Çавǎнпа та «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2024-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче черетлĕ класс сехечĕ  «Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин кунĕ» темăпа чǎн чǎвашла иртрĕ.

Тǎван çĕр-шыв хамǎрǎн тǎван чĕлхерен, атте-аннерен, тǎван килтен пуçланать. Пирĕн пурин те хамǎрǎн тǎван çĕр-шывах ÿтĕлеме хатĕр пулмалла. Тăван çĕр-шыва хӳтĕлесси – Раççей гражданинĕн тивĕçĕ.

Нарǎс уйǎхĕн 23-мĕшĕ  Çар мухтавĕн кунĕ шутланать. Класс сехетĕнче ачасем çак уяв историйĕпе паллашрĕç.

Пирĕн шкулти ар çын ачасем – Тǎван çĕр-шывǎн пулас хÿтĕлевçисем. Апла пулсан эпир вĕсене пурне те çак уяв ячĕпе саламлатпǎр.

Ятарлă ҫар операцине хутшăнса Раҫҫейĕн Геройĕ ятне илнĕ паттăрсемпе те паллашрǎмǎр. Чǎннипех маттур иккен пирĕн салтаксем. Вĕсенчен вĕренсе пымалли çав тери нумай. Халлĕхе шкул сукмакне такǎрласа ǎс пухмалла, кайран маттур салтак пулмалла.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, оборонăпа спорт уйăхлăхне вĕçлесе, кашни çулах стройпа юрă смотрĕ иртет. Çак смотра мĕн кĕçĕн классенчен пуçласах активлă хутшăнаççĕ. Кашни класăнах ятарлă форма пур. Кăçал та вĕренекенсем çак смотрта хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, вĕсенчен çĕр-шывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пуласси куç умĕнче.

Фотогалерея