Ака уйǎхĕн 22-27-мĕшĕсенче пирĕн шкулта чǎваш
чĕлхипе литература эрни иртет. Çак эрнере тĕрлĕ ĕçсем тума палǎртнǎ. Паян,
ака уйǎхĕн 22-мĕшĕнче «Чǎваш чĕлхи- тǎван чĕлхе» ятпа стенд хатĕрлерĕмĕр. Унти
материалсем тǎван чĕлхе пуянлǎхне тата тĕплĕнрех пĕлме пулǎшаççĕ.
Çавǎн пекех «Эпĕ чǎвашла калаçатǎп» акцие те хутшǎнатпǎр. 7-8 класра вĕренекенсем ку ĕçре питĕ хастар. Вĕсене ǎнǎçу
сунатпǎр.