Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2024

Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2024

Кашни çулах, ака уйǎхĕнче,  «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ» акцие хутшǎнатпǎр. Паян та пысǎк та туслǎ йышпа : шкул ачисем, вĕрентекенсем, ялти хисеплĕ çынсем – «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2024» акцие хаваспах хутшǎнтǎмǎр. Пурте чун туртнипе çыртǎмǎр «Чǎваш вǎрманĕ» ятлǎ диктанта.

 Диктанта пурĕ вǎтǎр иккĕн çыртǎмǎр. Вĕсенчен  «5» паллǎ илекенсем – 16 çын, «4» паллǎ илекенсем – 12 çын, «3» паллǎ илекенсем – 4 çын, «2» паллǎ илекенсем пачах та çук.

  Уйрǎмах нумай çул хушши шкул директорĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура пурǎнакан Андрианов Сергей Николаевич тата унǎн мǎшǎрĕ  Нина Филипповна  пирки тав сǎмахĕ калас килет. Вĕсем паянхи  диктанта  çав тери хавасланса, чǎваш чĕлхипе мǎнаçланса  çырчĕç.  Вĕсенче хǎйсем чǎваш пулнишĕн  савǎнни  палǎрчĕ. 80 çултан иртнĕ пулин те,   диктант текстне çырса  вĕсем «5» паллǎ илме тивĕç пулчĕç. Апла пулсан, вĕсенчен тĕслĕх илмелли чылай.

   Пурне те «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2024» акцие хутшǎннǎ ятпа саламлатпǎр!

 

   

Фотогалерея