Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

    Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван  чĕлхесĕр пур енлĕн аталанаймасть.

  Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑ. Паян эпир те, Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕренекенсем, Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне уявларǎмǎр.

«Янра, янра, чǎваш юрри» ятпа уяв концерчĕ ирттертĕмĕр. Чǎннипех те маттур та пултаруллǎ ачасем пурри савǎнтарать. Сǎвǎсем калама та, юрǎсем юрлама та пултараççĕ пирĕн ачасем. Çавǎн пекех театр кружокне çÿрекенсем хǎйсен сцена çинчи ǎсталǎхне кǎтартрĕç. «Чееленме те ǎс кирлĕ», «Тухтǎр патĕнче» сценкǎсем пурне те килĕшрĕç. Уяв савǎнǎçлǎ иртрĕ.

Тепĕр хут пурне те уяв ячĕпе саламлатпǎр. 

Фотогалерея