Çеçпĕл Мишши - чǎвашсен çутǎ çǎлтǎрĕ. Кĕске
ĕмĕр тǎршшĕнче вǎл вилĕмсĕр сǎвǎсем
çырса хǎварма пултарнǎ. Унǎн чылай
сǎввине темиçе чĕлхене те куçарнǎ. Вилĕмсĕр поэтǎмǎр çуралнǎранпа
чÿк уйǎхĕн 16-мĕшĕнче 125 çул пулать.
Çавна май пирĕн шкулта Çеçпĕл Мишшине
халалласа , уçǎ урок иртрĕ. Чǎваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Н.П. ачасене поэт çуралнǎ, вĕреннĕ, ĕçленĕ вырǎнсемпе
тĕплĕн паллаштарчĕ. Уйрǎмах вĕренекенсене Çеçпĕл Мишшин ачалǎхĕ кǎсǎклантарчĕ.
Аслǎрах класра вĕренекенсем вара поэтǎмǎрǎн
юратǎвĕ пирки ыйтусем пачĕç. Вĕрентекен ачасен ыйтǎвĕсем çине тĕплĕн хуравлама тǎрǎшрĕ. Поэт
пурнǎçĕ çинчен ÿкернĕ фильм та пурин кǎмǎлне те кайрĕ.
8-мĕш класра вĕренекенсем Çеçпĕл сǎввисене чуна
пырса тивмелле вулама пултарчĕç. Уйрǎмах Павлова Дана тата Чекушкина Элина
хǎйсен пултарулǎхĕпе палǎрчĕç. Юлашкинчен ятарлǎ ссылкǎпа кĕрсе
онлайн-викторина ыйтǎвĕсем çине хуравласа хǎш-пĕр вĕренекенсем тав хучĕсем те
илме пултарчĕç.